kalimah.top
a b c d e f g h i j k l m n o p q r s t u v w x y z 0 1 2 3 4 5 6 7 8 9 #

taipi - chuvashsem كلمات أغنية

Loading...

[текст песни «chuvashsem»]

[интро]
чӑваш ен калаҫать, ҫирӗм пӗрремӗш

[куплет 1]
анлӑ атӑл хӗрринче (атӑл)
пурӑнаҫҫӗ чӑвашсем (чӑваш)
юратаҫҫӗ ӗҫлеме
хӑрамаҫҫӗ ютсенчен
куҫ хӑрать те ал тӑвать
чӑваш малалла утать (малалла)
шӑнкӑр_шӑнкӑр шыв юхать (шӑнкӑр_шӑнкӑр)
иртни хыҫала юлать
сӗм вӑрманӗ кашлатать
сулхӑн ҫилӗ вашлатать
маттур чӑваш васкатать
хӑмларан сӑра тӑвать (кӗр сӑри)
уй_хирте ӗҫсем пӗтсен
хулана вӑл тапранать (шупашкар)
пирӗшти анне кӗтсе
«кил кунта» тесе калать (кил кунта)

[бридж]
эй, эй, эй, эй
чӑвашла эс калаҫан
тӑван ҫӗрне пит саван
эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр
кашни кун асра тытан
чӑвашла эс калаҫан
тӑван ҫӗрне пит саван
эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр
[припев]
кашни кун асра тытан
чӑвашла эс калаҫан
чӑвашла эс калаҫан
тӑван ҫӗрне пит саван
тӑван ҫӗрне пит саван
эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр
эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр
кашни кун асра тытан

[куплет 2]
чӑвашра хӗрсем нумай (хӗр)
хӑватлӑ каланӑ май
тумӗ кӗмӗлпе пуян
инҫетрен тухья куран
каччӑсем те айван мар (каччӑ)
кирлӗ чухне пит патвар
хиртеке асӑрхасан
«кам ачи?» тесе ыйтан
а_а_«акконд» канфетне ҫиен
виҫ хӗвелпе киленен
«юратап» тесе калан
чӑваш ташши ҫаптаран (ташши_ташши)
«ҫумӑр ҫӑвать» эс юрлан
чӑваш еншӗн савӑнан
акатуй ҫитсен вара
шӑрттанпа хуплу лартан
[аутро]
чӑвашла эс калаҫан
тӑван ҫӗрне пит саван
эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр
кашни кун асра тытан
чӑвашла эс калаҫан
тӑван ҫӗрне пит саван
эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр
кашни кун асра тытан

كلمات أغنية عشوائية

كلمات الأغنية الشائعة حالياً

Loading...